Паян, 2020 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» иртрĕ. Çак акцие пирĕн шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те хутшăнчĕç. Çапла вара, диктант çырса хамăр чăваш пулнине палăртрăмăр, тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван халăхран, тăван чĕлхерен хакли нимĕн те çуккине аса илтĕмĕр.