Иван Яковлевич Яковлев халалĕсем.

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче 2-3– мĕш класра вĕренекенсемпе Димитриева А.А. Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне каласа хăварнă халалсемпе паллаштарчĕ. Алевтина Александровна И.Я.Яковлев хăйĕн халалĕсенче ĕçе юратма, ваттисене хисеплеме, пĕр – пĕрне пулăшмалли çинчен каласа пачĕ. Вĕренекенсем Иван Яковлевич Яковлев çинчен тата нумайрах пĕлчĕç, вăл вĕрентсе каланă сăмахсене яланах асра тытма пулчĕç, калавсем тăрăх укерчĕксем турĕç.